
Куславкка районӗ — Чӑваш Енӗн ҫӳрҫӗр енче вырнаҫнӑ район. 1927 ҫулхи авӑнӑн 5-мӗшӗнче йӗркеленӗ. Район администрациӗ Шупашкартан 97 ҫухрӑмра ларакан Куславккара вырнаҫнӑ.
Тавралӑхӗ
Лаптӑкӗ — 516,8 км2. Район ӑшне Атӑлти Криуши тата ытти утравсем кӗреҫҫӗ. Хӗвелтухӑҫ тата кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енче Тутарстан вырнаҫнӑ. Кӑнтӑрпа кӑнтӑр-хӗвеланӑҫ енче Вӑрмар районӗ, хӗвеланӑҫ енче — Ҫӗрпӳ районӗ, ҫӳрҫӗр-хӗвеланӑҫ енче Сӗнтӗрвӑрри районӗ вырнаҫнӑ. Ҫӳрҫӗр енче кӑнтӑр еннеле 50 ҫухрӑма район тӑсӑлать, хӗвеланӑҫ енчен хӗвелтухӑҫ енне — 70 ҫухрӑма.
Халӑх йышӗ
1999 ҫул пуҫламӑшӗ валли районта 26,6 пин ҫын пурӑннӑ, вӑл шутра 12,9 пин (48%) — хула ҫыннисем, 13,7 пин (52%) — ял ҫыннисем. Районта пурӗ 67 ял вырнаҫнӑ, вӗсенче вӑтамран 222 ҫын пурӑнать. Пӗр тӑваткал ҫухрӑм ҫине вӑтамран 53,2 ҫын килет. Пӗтӗм халӑх шутӗнчен 70% ытла — чӑвашсем.
1979 ҫулта ял ҫыннисен шучӗ 31,3 пин пулнӑ, 1989 ҫулта — 27,1 пин.
Хула ҫыннисем Куславккара пурӑнаҫҫӗ.
Паллӑ ҫынсем
-  Алексеев Павел Алексеевич, Хыпар хаҫӑтӑн пӗрремӗш редакторӗсен пӗри.
 -  Алексеева Лариса Александровна, спортсменка.
 -  Бубнов Юрий Александрович, живописец, художник-реставратор.
 -  Бубнова Светлана Ивановна, юрӑҫӑ.
 -  Вашки Иван Никифорович, сӑвӑҫӑ, прозаик, драматург, куҫаруҫӑ.
 -  Егоров Василий Георгиевич, чӑваш чӗлхине тӗпчекен, тюрколог.
 -  Иванов Валерий Павлович, оперӑ юрӑҫи.
 -  Иевлев Михаил Иванович, хирург.
 -  Ишутов Михаил Якимович, копиист.
 -  Кириллов Сергей Александрович, спортсмен.
 -  Кореньков Гаврил Алексеевич, сӑвӑҫ, талмач.
 -  Краснов Николай Семёнович, архитектор.
 -  Кубарев Эдуард Алексеевич, политика ҫынни.
 -  Кузнецов Игнатий Максимович, хирург.
 -  Мранька Никифор, прозаик, драматург.
 -  Назыров Салих Сабирович, архитектор.
 -  Орлов Александр Михайлович, юрӑҫӑ.
 -  Осипов Пётр Николаевич, ҫыравҫӑ.
 -  Пашкова Надежда Николаевна, спортсменка.
 -  Плотникова Ольга Петровна, трактористка.
 -  Селиванова Зоя Павловна, юрӑҫӑ.
 -  Смолин Анатолий Семёнович, сӑвӑҫӑ, куҫӑруҫӑ.
 -  Стуриков Николай Андреевич, вырӑсла ҫыракан писатель, куҫаруҫӑ, журналист.
 -  Тимофеев Григорий Тимофеевич, писатель-этнограф, фольклор пуҫтараканӗ, вӗрентекен.
 -  Трубина Марфа Дмитриевна, произаик.
 -  Удалов Маркиан Петрович, чӑваш драматургӗ, сӑвӑҫи.
 -  Ухсай Мария Дмитриевна, прозаик, драматург.
 -  Фукс Александра Андреевна, этнограф.
 -  Хури Макар Гордеевич, сӑвӑҫӑ.
 -  Чумакова Тамара Ивановна, юрӑҫӑ.
 -  Шевле Михаил Васильевич, политика ҫынни.
 -  Ырҫем Ольга Ивановна, актриса.
 
Куславкка районӗн ялӗсем
Куславкка районӗн ялӗсем алфавит тӑрӑх
Каҫӑсем
Ҫавӑн пекех пӑхӑр